мул - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
мол (мул, мол), деньги, клад, богатство, имущество. Менча Ч. Мул тусассăн, мул тытмашкăн мул перекетне парăсăнччĕ. (Моленье). Микушк. Мул, богатство, заключающееся в деньгах. Изамб. Т. Унăн мулĕ пысăк (много денег). Слеп. Мол петне (= патне) мол хошма патăр. Çорт петне çорт хошма патăр. Альш. † Çак хуçанăн пуянне, мулне сума (сосчитать) килтĕмĕр. Сорм-Вар. Ывăлĕ, килне кайса, аслă ашшĕне сурăхсене те пачĕ, мулне те пачĕ. СТИК. Ĕлĕк укçасене панка (паша) мĕне хура пĕлмен, теççĕ ват çынсем; ĕлĕкхи çынсем, вăрласран хăраса, укçисене ниăçта хура пĕлмесĕр, кăкшăмсем çине хурса, çĕр айне пытаратчĕç, тет. Укçан хуçи, çухатсан, вăл усала ерсе, темĕскер пулса çӳрет, тет. Пĕрре çапла пĕр хĕрарăм çырмара кĕпе çуса тарат, тет. Ун патне пĕр хура кушак пырат, тек шăлкăнат. Ку арăм кушака хăвалат, хăвалат — каймаст; вара кĕвентепе пат тутарат та, кушак, чанкăр! туса, укçа купи пулат тăрат. Н. Тим. † Шурă хута хутласан, мул пулмĕ. Богдашк. † Атте-анне йĕрет хăй мулĕшĕн, эп(ĕ) йĕретĕп хамăн çамрăк пуçăмшăн. N. Ĕçлесен, сума мул пулĕ. Чăв. й. пур. Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă. Собр. Хусан çырми шур çырма, шур çырмаран мул тухать. N. † Лавккаран супăне иле-иле, атте-анне мулне эп пĕтертĕм. Ст. Чек. † Ырă ут умне хурсассăн (утă), алсипе-алсипе вăл çийĕ, алси тулли мул юлĕ. („Образное выр.: „алсипе“, как будто во время еды конь выплевывает деньги; в действительности „ырă ут“ дает „алси тулли мул“ после продажи: алсипе-алсипе ырă ут çисе ярĕ те хăне мăнтăрлатса сутсаи, „алси тулли мул хăварĕ“).