мут - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(мут), смутьян, интриган, хитрый, лукавый. N. Мут — муттит туса çӳрекен, пăтратса çӳрекен. [Срв. мар. мот, хитрый, лукавый]. Изамб. Т. Кай ман патăмран, мут! Ст. Чек. Мут, мутник — икĕ чĕлхе çӳретекен çын, икĕ питлĕ çын. Пĕрне курсан, унпа ун çинчен калаçса пĕлет те, тепĕринпе, ун тăшманĕпе, ун çинченех калаçат; тăшманин сăмахне те малтанхине каласа парат. Вăл ăна икĕшне юрасшăн е вăрçтарасшăн çапла тăват.