мăя - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(мы̆jа), назв. украшения ожерелье. N. Манăн йăмăк мăйне мăя çакса янă. Микушк. Мăя = миçиххи; ăна пилĕк манит тирнĕ, çитмĕл пилĕкшерлĕх кивĕ укçа тирнĕ, варрине талĕр (манит çурăлăх) çакаççĕ. Миçиххине шăрçапа, сапакапа тирсе тухаççĕ; айккисене аллăшар, вăтăршар, çирĕм пилĕкшерлĕх, çирĕмшерлĕх, вунпилекшерлĕх, вуншарлăх çакаççĕ. БАБ. Тăхлан тавраш тупăймасан, (ребятишки) амăшсен, акăшсен тухйи-мăйисем çинчен те каса-каса илеççĕ пит аван. В Чертаг. у женщин, я видел мăя, к которому прицеплено на спине çуха (из двугривенных). К çуха привешено сзади хĕрес кантри (привеска из бус — нитка с нанизанными бусами, висящая отвесно). См. майя.