мăкăрлантар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
понуд. ф. от мăкăрлан. Хорачка. Пĕре мăкăрлантартăм (покурил, подымил табаком). Изамб. Т. Хирте суха тунă чухне вут хуртса мăкăрлантараççĕ (подучается густой дым). N. Алăк умĕсенче, урамсенче тĕтĕм мăкăрлантарнă. || Пробирать. Кан. Анттиппăв кăнчелерте ӳсĕр йăваланса выртнă, саççетанине пынă членсене мăкăрлантарма тапратнă. Тюрл. Чим-халĕ, эп она мăкăрлантарам (проберу). Альш. Вăрă-тутара килтен, мăкăрлантарса, сыстарса, каларса ячĕç (задав страху). Хурамал. Ачасене хăратаççĕ: халь аçу çук чуне вылятăн та-ха; аçу килсен, мăкăрлантарĕ-ха (проберет)! теççĕ. Пшкрт. Эй, эп она мăкăрлантарса лартрăм! (изругал). Ib. Мăкарлантарса кăлар (выгнать). || Ехать быстро (поднимая пыль). Зап. ВНО. Мăкăрлантарса пырать. Ехать быстро. Ib. Вăл утсам патне мăкăрлантарса анчах карĕ. Ib. Пирĕн урампа пĕр çын мăкăрлантарса иртсе карĕ. || Пылить. Зап. ВНО. Çавра çил (вихрь) мăкăрлантарса вĕçет. Ib. Уя тухмалли те çук (нельзя выйти), тăман мăкăрлантарать (сильная пурга). Якейк. Лар та, мăкăрлантар анчах, кама пăхан.