Мăстай-кĕлли - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. урочища. НИП. Мăстай-кĕлли Кив-Ӳсел панче. Унта шур лашапала шур тумтирлĕ çын хĕçпе пăшалпа курăнат, ылттăн йĕнерпе, теççĕ, Мăстай-кĕлли питĕ чаплă кĕлĕ пулнă, хăраса пурăннă чăвашсем. Пĕр чăваш хурăнĕсене касрĕ те, вилчĕ; çав вĕлерчĕ, терĕç вара. Ib. Мăстай кĕлли — Кив-Ӳсел патĕнче тĕлĕкре шурă лашапа йĕнерпе курăнат. Ăна хăшĕ: хусах пулнă, теççĕ, хăшĕ: мăкшă пулнă, теççĕ. Унăн хурăнĕсене нумай пулмаст касса пĕтерчĕç, тет.