юсавлă - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
нарядно, франтовато, со вкусом; аккуратно; находящийся в порядке, нарядный; украшенный. А. Турх. Ай-ай, пит юсавлă тумланать чиперри (или: çӳрет). Одевается со вкусом. Ст. Чек. Юсавла атă= илемлĕ пĕрмелĕ атă (пĕрми лайăх, пĕрмине картласа тунă атă). КС. Лаши таврашне пит юсавлă тытать вăл. Ч. П. Пуян хĕрĕ пушмаклă, пушмак пичĕ юсавлă. N. Атти (сапог) пичĕ (у него) юсавлă. Кан. 1929, № 177. Урапа таврашĕсем, пакурсем, витресем питĕ юсавлă (в порядке).