йăлт - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(jы̆лт). подр. мгновенности действия. Актай. Кайăк йăлт! çатрака айĕнчен сиксе тухрĕ (выскочила), тет. Ст. Чек. Йăлт тухат та, йăлт кĕрет. N. Йăлт пăхат та, йăлт пытанат. (Çиçĕм çиçни). Яргуньк. Çавна илтсен, арăм киле йăлт анчах тарнă. Услыхав это, жена (его) вмиг убежала домой. СТИК. Каçпа ытлаван (= ытла аван) вырăн çинче тĕлĕрсе выртаттăм: пашар! тесе, кăшкăрса ячĕç. Чанĕ: тан, тан, тан! çапа пуçларĕ. Йăлт! сиксе тăтăм та, хăппăл-хайпăл тумланса, ăрама чупса тухрăм. Халапсем 14. Ку, сăра чĕресне хăлхисенчен тытса, сăрине йăлт! ĕççе ярать. Вотлан. † Икĕ çыр хĕрне лартас та, йăлт (мигом) тухас та, вĕçтерес. Орбаш. Хай мулкач чупса каϸ, тит, катаранах кăçкăрать, тит: (Й)эрме кут, тилĕ тус! хăнана пырăр, тесе калать, тит; хăй йăлт анчах курăнч, тит (быстро удрал). Микушк. † Пурçăн шăналăкра сарă хĕр; чавси таран йĕс сулă, пурнисерен кĕмĕл çĕрĕ; йăлт уçать те, йăлт хупать, çамрăк чунне хускатать (беспокоится). Собр. † Çармăç курки сарă курка; курка сарă тийиса, йăлт та йăлтах хурас (выпивать залпом) мар, хамăра намăс кӳрес мар. Шурăм-п. № 19. Арăмсем апатпа туха пуçларĕç. Шур пуçĕсем йăлт, йăлт! тутараççĕ анчах (мелькают во ржи; в Якейк. здесь сказали бы: «тăваççĕ»). С. Йăлт пăхать те, йăлт колать. Алик. † Сарă лутра акисам йăлт пăхаç те йăлт кулаç. Альш. Таçти аякрах çиçĕм йăлт-йăлт! çиçни курăнать (мелькает). Шел. 32. Йăлт-йăлт! сиксе тăраççĕ (пружинные постели так и зыблются). N. Çисен-çисен, ман Алексантăр йăлт анчах курнчĕ (исчез); Юрк. Черккинчи эрехне кайран йăлт! (в Орау.: йăнкăлт!) тутарса ĕçсе ярат. Шибач. Халбьхи тотар майрине (жену свою) хуса çитме поçларĕ. Тотар майри йăлт пăхать каялла. ― Вăл мана касма килет, тесе, чопать-тарать тотарăнчен (= тутарĕнчен). Изванк. Çапла вара епир унтан йăлт анчах килелле курăнтамăр (быстро уехали). Шел. П. 2О. Йăлт-йăлт пусса утаççĕ. КС. Йăлт, Йăлт, йăлт ― отдельные вспышки пламени. Хыпар № 7, 1906. Аслă çул юписен чӳрече витĕр (в окнах вагона) йăлт та йăлт, йăлт та йăлт курăнса юла пуçларĕç (замелькали). Сутталла 84. Хайхи шăнса хыта пуçланă çынăн (= çыннăн) чĕри йăлтах сикнĕ (ёкнуло). || Подр. подергиванию губ. Собр. Тута йăлт-йăлт сиксен, çынпа калаçат, теççĕ. См. МКП. 48 сл.