йăлтах - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(jы̆лдах), из йăлт + ах), все, целиком Н. Тойдеряк. Ӳлĕм çавăн пек япаласене йăлтах манăçĕ. В будущем о таких вещах совсем забудут. Зап. ВНО. Йăлтах, совсем. Ib. Вăйлă çумăрпа ӳтăсене улăхра йăлтах юхтарса кайнă. КС. Йăлтах пар. Совсем отдай. Ст. Чек. Çăккăр йăлтах пĕттĕрĕ (= пĕтрĕ). Хлеб весь вышел. Ib. Йăлт пĕтрĕ. Вышел весь, дочиста. Латыш. Йăлтах кăлартăм, пĕр ним те юлмарĕ, тет карчăк. Сёт-к. Йор йăлтах ирĕлсе кайнă. Снег весь растаял.