вĕлеркеле - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
учащ. ф. от гл. вĕлер. К.-Кушки. Вăл çул çинче çынсене те вĕлеркелеççĕ. На упомянутой дороге иногда случаются и убийства. || Убивать кое-как. N. Патаксемпе-мĕнсемпе аран-аран вĕлеркелерĕмĕр хайхине. Альш. Патша ыйтат: мĕнле хăтартăн (от змея) ман хĕрсене? тет. Хăй пĕртте пĕлмес: çапла вĕлеркелерĕм, тет (выражает здесь тот оттенок, что избавитель говорит без хвастовства).