вĕрене - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(вэ̆рэн'э, Пшкрт. вэ̆рӓнӓ), клен. Якейк. † Вĕрене шульчи (= çулçи) сăнăм порч (= пор-ччĕ), çорхи хвелпе сарăльч те, кĕрхи хĕвел шоратминч. СТИК. Вĕрене пуртă аври, кленовое топорище. С. Вĕрене копăс (скрипка). Чураль-к. Хур-кайăк юмаххинчи хур-кайăк юрри. Хур-кайăк, хур-кайăк, аçу килне мантăн-и? апу килне мантăн-и? пичу (= пиччӳ) килне мантăн-и? аку килне мантăн-и? ― Ай, манасси манман та, вĕрене вутти хутрĕç те, вĕр çуната вĕтрĕç те; хурăн вутти хутрĕç те, хур çунатне (çуната?) вĕтрĕç те, вăтăр хур тăла тĕрттерчĕç. С. Дув. † Анкартинчи вĕрене хăçан пулайĕ-ши пĕрене? Ст. Айб. Врене, врене, вĕрене ылттăн, çӳппи-çаппи пин ылттăн. (Пыл тăвакан хуртсем).