вĕтĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
вĕт, мелкий; малый. Ч.С. Пысăккисем пăртак çӳресен, вĕтĕрех ачасене, ялăн вĕçне тухачченех, çăмарта пухса, çапла шак(п?)ăртаттарса çӳреме хушаççĕ. Сказки и пред. чув. Пĕлĕт çинчен çăлтăрсем çынсем çине пăхаççĕ, хутран-ситрен вĕттисем пытанмалла выляççĕ. Б. Яныши. Эпир, вĕтĕреххисем, çомăр çывăхарнине сиссенех, лашасене тытса, утланса лартăмăр. Орау. Пĕр пек (приблиз. ровесники) вĕтĕрех ачасем хăйсем ăссĕн выляççĕ. Сала 100. † Вĕтĕ-вĕтĕ (очень мелкую) кĕрпене килле ярса тӳрĕмĕр. || Частый. Сунчел. Çичĕ ют сăмахĕ вĕтĕ сăмах, час ăнласа илеймĕп. Из плача невесты).