вĕтрен - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
то же, что вĕлтĕрен, крапива. Шибач. Вĕтрен сăхать (жжется). Чуральк. † Пирн ял ачи вĕт ача, вĕтĕ те пулсан, вĕтрен пек. Çыпăçсассăн, сухăр пек; çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ. Ib. † Вĕрене вутти вĕтрен пек, юман вутти хĕлхем пек. (Из наговора). Хочехмат. Ун çинчен кĕпине хуса илчĕ те, вĕтрен татса илчĕ те, кочĕнчен вĕтренпе хĕне пуçларĕ. СПВВ. ЛП. Вĕтрен = вĕлтрен; вăл çĕр çинче ӳсет.