ван - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ван), мельчать, дробиться, крошиться; биться, разбиваться; ломаться. Синьял. † Майра шăрçин (особые бусы) сăн (вид) хӳхĕм; сан хӳхĕм те, час ванать. Сред. Юм. Тортасĕм веç ванса пĕтрĕç. Все оглобли изломались. Скотолеч. 35. Ватăрах сурăхсен хăш чухне чĕрни ванса çĕре пуçлать. Ердово. Лашине хытă кӳлсен, тавраш ванать (ломается сбруя), теççĕ. Упа. Çĕрĕ çемçе, мăкăнь вăрри пек ванса (разбиваясь), тĕпренсе пырать, тет. Янтик. Кленче чӳрече çинчен ӳксе ваннă (разбилось). || Осыпаться. Сред. Юм. Тыр ванма пуçланă (сыплется).