вар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

вар

(вар), обдернелый овраг с пологими краями, лог, дол. Орау. Шемей варĕ (назв. оврага). К.-Кушки. Варсем: Тарăн вар. Вăл вар питĕ тарăн. Унта ĕлĕк шыв питĕ нумай пулнă; халĕ ĕнтĕ анлах мар та, çапах пур-ха. Шибач. Вар — пĕтĕмпех корăклă, тĕпĕ-япалипех; çырма — тăпра йохсах тăрать çӳлтен. Ib. Вар — в лесу, çырма — в поле. СПВВ. ЕС. Вар — типĕ çырма. Шарбаш. „Вар — начало çырма (без воды)“. Чертаг. Вар = васан (безводная ложбина). КС. Вар — глубокий и длинный овраг, с крутыми, обрывистыми берегами и сухой. Емелък. Вар — глубокий овраг без воды. А. Турх. Вар, 1) овраг; 2) глубокое сухое русло ручья. Ib. Вар уçăлса анчĕ. По оврагу (весной) пробила дорогу (потекла) вода. Ст. Чек. Вар юманĕ. Кума-к. Пĕр вар хушшинче пĕр пӳрт курнă (увидал). N. Эпир тăтăмăр та, вар хушшннелле (в овраг) чупса кайрăмăр. Пус. Икĕ вар вĕçĕнчен тан тапĕ. (Сăмса юхни). Сред. Юм. Вырçарни-кôн Пăва варне вăйя каймалла. Коракыш. Пĕчĕк варара (sic!) юр çăвĕ? (Çăнăх алани). N. † И, тарăн вар, тарăн вар; тарăн варăн тĕпĕнче каччи утне шăварат. Чуралъ-к. † Вар-вар урлă каçрăм, вар ути тăтрăм. См. кар. Пизип. † Вар хушшинчи, ай, сар курăкĕ, тăри (= тăрри) çурлать, ай, вар тулать; эпĕр килсен, ай пӳрт тулать. В Моркар это сл. встреч. только в назв. урочищ.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150