вый-килли кĕни - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
обряд вхождения жениховых поезжан в выйкилли. Курм. НАК. Унтан вара вый-килли кĕме каяççĕ (вый-килли кĕни, тесе, хĕр ларнă пӳрте кĕрсе ташланнне калаççĕ). Вый-килли кĕме кайнă чухне, кĕçĕн-кĕрӳ пĕр курка сăра ăсать, мăн-кĕрӳ икĕ такмакпа кучченеç çĕклет те, икĕш малтан хĕр ларакан пӳрт алăк умне кайса тăраççĕ. Вĕсем хыççĕн вара пĕтĕм туй халăхĕ пӳртекӳне хăпарса тулать. Кĕçĕн-кĕрӳпе вый-килли хире-хирĕç алăк урлă тăраççĕ те, пĕр-пĕрне тав туса куркисене улăштарса ĕçеççĕ. Вый-килли кĕçĕн-кĕрӳрен, туй çыннисем хĕр патне кĕрсе ташламашкăн, вунă пус укçа илет. Кĕçĕн-кĕрӳ йăваш пулсассăн, парать вăл укçана: кутăн çын пулсассăн, памасăр тек чаркашша тăрать те, туй ачисем вара, вăл чаркашнă майĕпеле, вый-киллине çилентересшĕн, тӳррех çĕмерсе кĕрсе каяççĕ те, ташлах пуçлаççĕ. Çапла тӳлемесĕр кĕрсе кайнăшăн хăш кухне туй ачисемпе хĕр ялĕнчи ачасен вăрçă та тухать.