висте - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(вист’э), драть, отдирать. Кан. 1928, № 234. Пӳрт алăк çаклатмалли тимĕрсене вистесе пытарнă. Якейк. † Ати кайнă вăрмана çирĕк хоппи вистеме. Шурăм-п. № 3. Пĕкĕрен хутне вистесе пăхрĕ (он). В. Олг. Туат ĕмпӳн ырине тотар ĕмпӳн ыри, тирне вистесе, вĕлерсе пăрахнă. СПВВ. ИА. Çынна вистесе ырринех кураймăн (теребить). Коракыш. Шта каян или(?) тус? — Çарăк хуппи вистеме. — Çарăк хуппи вистесе, мĕн тăван? — Хура шыв тума юрĕ. Яргуньк. Вăрманта çара вырăс кăçкăрĕ. (Пушăт вистени).