витĕн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(видэ̆н’), покрываться; закрывать(-ся). Сир. 138. Аскăн çыннăн куçĕ каç пуласса кĕтсе тăрат; мана никам куçĕ курас çук, тет те, пĕркенчĕк витĕнет. Юрк. † Манăн пуçăмра хура шаль тутăр, витсен витĕнĕ йывăç çулçине; çавăнтан пĕлĕр йывăç ыррине, çавăнтан чухлăр Алим кĕрĕвĕре. Орау. Тумтирĕсем урисем çинеллех витĕнсе тăраççĕ. Одежда прикрывает их ноги (в игре в „йĕр“). Ч. П. Туллă кĕрĕк витĕн.