вите хуçи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. духа, обитающего в конюшне. Нюш-к. Лаша витинче вите хуçи пур, вăл лаша çилхисене пĕтĕрет. Пĕтĕрĕннĕ çилхеллĕ лаша чирлемес. Шурăм-п. № 9. Пур лаша витисенче те вите хуçи пурăнать (сĕлен). Çав вите хуçи лаша çилхине йăваласа муталать (путает) пулсан, лаша киле килĕшет; муталамаçт пулсан, килĕшмеçт; лаша вара, темĕн чул çитерсен те, лайăхланмаçть, вăрласа та каяççĕ.