вăйă кала - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
играть мелодию. Ч. II. Вăйă калаççĕ. N. Урипе тапат, çуначĕпе çупат, сăмсипе вăйă калат (ăмăрт-кайăк); çав вăйă сассипе килтĕмĕр эпир. (Такмак). Сред. Алг. Çав ăмăрт-кайăкăн сăмси вĕçĕ кĕмĕл, чĕрни вĕçĕ ылттăн, çуначĕ вĕçĕ пăхăр; çуначĕпе çуппине çупать, урипе ташшине ташлать, çăварĕпе вăййине вылять. Эпир çавăн юррипе, çавăн ташшипе, çавăн кĕввипе авалхи йăлапа туй туса килтĕмĕр.