вăпăрла выляни - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. игры. Çĕнĕ-Кипек. Вăпăрла вылянă чухне пĕри вăпăрĕ, тепри уйăхĕ пулать. Ыйттисем (siс!) пурте, алран ал тытса, тавралла карталанса тăраççĕ. Унтан вăпăрĕ уйăхне хăваламах тытăнать. Уйăхĕ çав карта ăшне кĕрсессĕн, пурте кукленсе лараççĕ те, леш вăпăрĕ картийĕн тулашне тăрса юлать. Чăпăрĕ те çав вăхăтрах çав карта ăшне кĕрсе кăйсан, уйăхне часрах кăлăрса яраççĕ те, каяллах кукленсе ларса, вăпăрне карти ăшне тăратса хăвараççĕ. Çапла аппалансан-аппалансан, вăпăрĕ уйăхне çитсе тытать те: сана çырăм ĕнтĕ! тит вара.