ыррăн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ырры̆н), хорошенько; должным образом; толком. Сред. Юм. Ыррăн волама пĕлместĕн, çапах учитĕле иксамĕн парас тесе çӳрен. Юрк. Юмăçа кайма çынсенчен вăтанаççĕ: ыррăн качча тухса ĕлкĕреймерĕ, юмăçа çӳре пуçларĕ, тесе калĕç, теççĕ. Хып. 06, № 7. Анчах, инçетри хĕвел тухăçĕнчи йывăр вăрçă, ку ĕçе ыррăн майлаштарма памарĕ. Л. Кошки. † Ыррăн хĕр çулне çитмерĕм, мана атте уйăрчĕ. Хып. 06, № 13. Хусан кĕпĕрнине куçиччен, чăвашсем ăçта пурăннине халиччен ыррăн тĕпчесе пĕлмен-халĕ.