и - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(чит. как долгое и), восклицание. Сред. Юм. И... эсир апла çӳретĕр мĕн-ха! Да, вон вы как ходите! Альш. Амăшĕ тухнă кусен хапхи умне: хапха уçать. И, эсир капла... Пукравра (на ярмарке) илмесĕр нимĕн те хăвармарăртăр! тет. Торп-к. Пус-килсем пĕре каланă, тет: и... çит пӳчу (надо: пичу?) пуçне çиякан! (= погубившая). Аттик. Вăл пырсан, пичче ал тымарсене тыткаласа пăхрĕ те: и! куна чăнахах лăп-лап çапăннă-ĕçке, терĕ. Якейк. И, корак ч...и (реnis) тăрăнман куçна! Килшĕнче пĕри паломми, мырă тата орăх япала пытарса хорсан, ăна тепри топса çисан, пытараканни: и, корак ч... и тăрăнман куçна! тет. Ашшĕ-амăшĕ. И! санăн турра ӳпкелемеллех мар, кĕрĕвĕсем санăн тăван ывăлсенчен те малта тăраççĕ. С. И! халччен вăл таçта та çитрĕ (укатил) полĕ! Эп томланман, вăл-и! кӳлсе тохса та кайнă. N. И, тет, ăйрă выранне ăйрă тата пулĕ, тет, йăмăк вырăнне йăмăк пулмĕ, тет. † Пире атте кĕтет поль, оя тохса тăнă поль. И, кĕтес çок, кĕтес çок, лаша кӳлсе парс (=парса) ячĕ (т. е. нам. Из свад. н.). Б. Бур. И турăм, пи турăм, çӳле кайрăм, çăмарта турăм. (Хăмла). || В песнях иногда не имеет особого значения. † Аллăм тулли йĕс çĕрĕ: И кĕмĕл-и-мĕн? тесе ытаççĕ; пĕвĕм илемлĕ, сăнăм хитре: и пике-им? тесе ытаççĕ. Альших. И, хăмăштăр хăмăштăр, хăмăш-тăрри симĕстĕр! † И, кив кантăр, кив кантăр! çурри таран çĕн кантăр! (h. e. geniculô tenus viridiôr est quôdam môdô atque nitidiôr). † И, уччана, уччана, юр çăват-çке пахчана. Альш. Тиркĕ, тиркĕ йăвача, эп çиеймĕп, кирлĕ мар; и, савмăсăр, савмăсăр, сирĕн пек вĕçкĕн кирлĕ мар! Лашм. И, пус вылять, пус вылять, пус кутĕнче хур вылять. Хвал. † И, вăштăр та вăштăр сивĕ çил вĕрет, — шăнатăп чун савни, кĕрĕкне пар! Янтик. † И, вĕт чĕнтĕр, вĕт чĕнтĕр, вĕтĕ те пулсан, шур чĕнтĕр. С. Абызово. И тат тарарат, та-ра-ра-ра-ра-рат, ая-яр, ай-яр, ай-яра! (Припев). Бел. Гора. Савнă тăван, и, кĕтнĕ те кĕтнĕ (меня), ай, ывăннă! Трехбалт. И, искентĕр, искентĕр, иирĕн атте куштантăр. Богдашк. И, ум иккен, ум иккен, умне ука тытнă иккен. † Аллăм тулли йĕс çĕрĕ-и, кĕмĕл-и-мĕн? тесе ытаççĕ.