имĕш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

имĕш

(имэ̆ш), будто бы; говорят, что. Юрк. Сирĕн Курмăшри (чит.: Кăрмăшри) фотографăн чăваш кĕлеткисем (снимки) пур имĕш. Бюрганский. Ĕлĕк авал имĕш чӳк тунă чухне çын пусма хунă, тет, унтан вара турă, этеме хĕрхенсе, ун вырăнне така пусма хушнă, тет. Юрк. Петр Петрович, эсĕ имĕш татах вырăнсăр тăрса юлтăн, теççĕ; вăл хыпар тĕрĕс-и? IЬ. Эсĕ утилни вăрманне каснă имеш; вăл ĕç тĕрĕс-я, тĕрĕс мар-и? СТИК. Ваттисем каланипе, сăвăр пуян аччинчен пулса кайнă имĕш. О Японии. Таса вырăнсене çынсем юри аякри çĕрсенчен кĕлтума. пуççапма çӳреççĕ. Аякка кайса кĕл туни Японсен шухăшĕпе пит сăвап. Çапла аякка кайса çӳреме пĕр таса (святой) çын хушнă имĕш. Ст. Чек. Вăл имĕш вара (или: вара имĕш) ăна хĕненĕ. Он его будто-бы прибил. || Догадка, слух. СПВВ. «Имеш: вăл имĕшпе-кăна калать = будто; но догадке». IЬ. «Имĕш = будто: вăл имĕшпе çӳрет; вăл пирĕн пата килнĕ имĕш те каланă имĕш». Альш. Чиркăва куçарма саккун çук, тет, имĕш.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150