олттăнла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. детской игры. Якейк. Ачасам карталанса тăраççĕ. Ик хĕр-ача пĕри шал енчен, тепри тол енчен хире-хирĕç тăрса: «Олттăн, олттăн, олта явăç кĕлетки; чалăш, чалăш çĕр çинче воник сома панă, тет. Сарина, Марина, эс те чипер, эп те чипер, чăн чиперри çак ача». тесе, çавăрнаççĕ. — «Эс те чипер, эп те чипер, чăн чиперри çак ача», тесе, кам тĕлне çитеç, çана картаран кăлараççĕ. Ачасане картаран кăларнăçеммĕн хыçала тепĕр карта полса пырать. Валтанхи карти пĕчĕкленсе пырать (онтан кăларса пыраççĕ), хыçалти карти пусăкланса пырать. Чăн хыçала валтанхи картаран ташлама пит маçтăр ачая (хĕр-ачая-йи, ар-çын ачая-йи — çавах) хăвараççĕ. Ăна каран полнă картая кĕртеççĕ те, тотапа сăвăсам каласа (наигрывая на губах) ташлатаççĕ. Каран калях çĕнĕрен пуçлаççĕ.