ули - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ул’и), деверь, моложе мужа. Шибач., с. Икково. Моргоуши. Ули = ывăлсам. Якейк. Ай, кин, Мари кин? Пирĕн ули оттипа корăк кочĕ кăкланать, йоман хăма авăнать, чăрăш хăма чăтимаçть; çан отнине чăтсассйн, пирн улия йорăттăнч. Яргуньк. Карчăкĕ тарçине калани, хăй патне пынă яш ачасене кăтартса: çав Йăван улисене кайса çитар юлашкине, тенĕ. Вомбу-к. Ули (шăллĕне пичĕшĕн арамĕ «ули» тет). Кӳкеç еннелле «ывăлсем» теççĕ. Актай. Умри саппан хĕрсĕмĕн, урари çăпата улийăн. || Шурин, моложе жены, употр. только в обращениях; см. пултăр, полтăр. || Обращение к младшему. Шибач. Ули, тет, мочăш калать, апун, тет, алли сынăнать, тет (обезанные руки снова наставятся).