ум - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
ом перед. Пшкрт. Ом — перед. Ч. П. Хапхи умĕ пылчăклă. || Место, на котором жнет жнец. Сред. Юм. Õм, тесе, тыр вырнă чухне хăй выракан тĕлтине калаççĕ. || Назв. частей, на которые делят загон для удобства засевання. Янтик. Айта, Иван, ту часрах ум, акса пĕтерер! (Тырă акнă чухне, акма лайăхрах пултăр, тесе, тата вăрлăх пĕр пек ӳктĕр тесе, анана темиçе пая пайлаççĕ, çав пая ум теççĕ. В. Михайлов (рукопись). Вара анапа ум чар та (= чĕр те) кашни ум валли пĕр пай вăрлăх хатĕрле. || Употр. в качестве послелога. Ман ума, ман умăма, ман умма (= каз.-тат. алды̆ма), передо мною. Регули, 1127. Ман омра тăчĕ. N. Кай кунтан, ман умран. СПВВ. Хам пур умра ан хăра. Альш. Ăйхăнтан вăрансан, ан хара, эпĕ пулăп санăн умăнта. Альш. Умăнти сăрку. Ст. Ганьк. Хура хур умĕнче хура пыльчăк, хаçан тинсе çитĕ-ши? М. Сунчаеево. Ч. Пăртак тăрсан-тăрсан, хăйсем умне (= перед избу) тухса, вут хучĕç, унта сăра, эрех, икерчĕсем илсе тухрĕç те, хыва пуçларĕç. Альш. Сӳнтĕк (назв. деревни) умнеллех кăять вăл çаранлăх. Б. Янгильд. Тогаш. Вăл (она) стариккине (мужу), умне тухас тесе, чатрах лашине хăвалама хушнă. IЬ. Çăва патне çитнĕ чух карчăкки тепĕр çулпа çуна вăлсем умнелле тухнине курах каннă, анках старикки çакна курман. Сборн. Ах, аннеçĕм, анне! хĕреслĕ тенкĕ пулам та, кăккăр умне çакса юл! Юрк. Пирĕн умран (мимо) навус тăкма кайнине те вилнĕ çынсене масар çине пытарма илсе кайнине анчах курса тăратпăр, урăх нимĕн те курмастăнăр, тет. N. Киле пырсан, пĕр çĕре пухăнтăмăр та, пурте йĕмсене хуса хĕвел. Умне (на солнышко) типĕтме çакрăмăр. N. Хамăр пурсăмăр та аписам умне кайма хăратпăр. Синьял. Пире анне çуратрĕ, ыр çын умне тăмашкăн; ыр çын умне тăраймарăмăр, тăшман умне тăтăмăр. N. Шуйтанăн сăмси умне тĕлех пулать. Юрк. Сан ачу мар, ачу мар (т.-е. я), аннеçăм, шурă патша умĕнче тăраканĕ, ури айне пукан лартакан, кучĕ айне минтер саракан, икĕ хулĕнчен тытса лартакан. Ала 15°. Патша, халăх умне тăрса, акă çапла каланă, тет. Стюхино. Атьăр каяр хĕр илме икĕ савни умĕнчен. Жит. св. февр. Сăваилă Мелетий вилес умĕнтереххĕн патшана Аслă Феодосий кĕнĕ. Альш. Пирĕи умма ӳкрĕç те, пуçĕсене чикнĕ хăйсем, нимĕн те чĕнмеç, пыраççĕ хуллен уттарса. IЬ. Умĕнчен пӳл, умĕнчен пӳл, ан яр! (лови их!). Ала 29°. † Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, эс апие юрăн-ха. Утмăл çулхи атти пур, олтă шăл витĕр хĕм тухать. Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, пирĕн аттене юрас çук. Хора-к., Покр. в. Ĕçе лайăх ту, ху умнах тăрĕ (тебе же будет на пользу. Послов.). Юрк. Асамат кĕперĕ çумăр умĕнчен (перед) карăнсан, çумăр чарăнать; хыçĕнчен курăнсан, тата çăвать. Формы: «уммĕн, умĕн, омăнь, омĕн, омăн» см. под уммĕн.