ора палламалла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. детской игры. Якейк. Пĕр ача ора паллакан полать. Ăна ачасам ларса çитиччен куçне хопса тăратаççĕ. Вăл куç хопса тăнă хошăра ачасам орисене олштара-олштара ява-ява лараççĕ. Ора паллакань порин орине те палласа тохсан, тепре выллянă чох паллакан орăх полать, поринне те пĕлимасан, каллах хăех паллакан полать. Вал ора палланă чох та куçне хопсах çӳрет.