урам хушши - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
пространство между двумя рядами домов (улица). КАК. Каç пулсан, ялти мĕн пур ача, пĕтĕмпех урам хушшине тухса, икĕ ушкăна уйăрăлса тăраççĕ. Красн. Горка. Урам хушши ĕнтĕ типе (сохнуть) пуçларĕ. Чураль-к. † Урам хушши тикĕс мар, шăлаканĕ эпир мар. N. Урам хушшинче шусем юхаççĕ. Чуратч. Ăçта килчĕ унта: е юпа кутне, е çул çине, е çырмана, е пĕр-пĕр уничене, пăтă, салма, кĕсел пĕçерсе кайса тăкаççĕ. Çаксене урам хушшинчи усалсене параççĕ. Кил хушшинчи ача-пăчасене, выльăх-чĕрлĕхсене лайăх, пĕр чирсĕр усратăр, теççĕ.