усăн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
свеситься. Сказка и пред. чув. 85. Усал хуйхă-суйхăран Нарспи пуçĕ усăнать. Букв. Хăмлисем алса пурнески пек усăна-усăна тăраççĕ. Якейк. Умуççи тораттисам паломмисене ятимасăр çĕре çитичченех осăнса аннă. Сборн. по медиц. Усăнса анакан хырăм пулсан, ăна çыхас юлать. Якейк. Кот осăннă сан, ача; мĕн поччĕ апла? (пуçа чиксе çӳрекен çынна калаççĕ). || Шляться, слоняться без дела. Ч. С. Пĕр ĕç ĕçлемесĕр, ял тăрăх йытă пек чупса усăнса çӳрет. Сирах IХ. Уллах çĕрсенче кăлăх усăнса ан çӳре. IЬ. ХХII. Çын патĕнчен çын патне усăнса çӳресе ирттересси начар пурăнăç вăл. Юрк. Хăватей, эсĕ мĕшĕн вĕренмесĕр кăлăхах усăнса çӳретĕн? Сред. Юм. Осăнса ларать çанта конĕпе. Сидит там без всякого дела весь день. || Потащиться (т. е. пойти). Орау. Тухса усăнчĕ (потащился) ĕнтĕ каллех таçта хăяматалла (о лентяе, который и идет лениво).