уткăн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-кы̆н,), лететь (бежать) вихрем; отброситься; наброситься. Ч. И. Ыр ут пырать уткăнса (летит вихрем) КС. Уткăн — сильно побежать, сильно качнуться на качелях, отброситься далеко. Орау. Йытти пĕре уткăнчĕ те (рванулась), сăнчăрне татах карĕ; сăнчăрĕ пĕтнĕскер пулнă пулмалла. Шибач. Уткăнса каять (хытă каять). N. Вулккан çăварĕнчен уткăнса тухнă кĕл (пепел), çĕртен вăтăр çухрăм çӳле кайса, пĕр авăка юпа пек курăнса тăнă. Шурăм-п. № 14. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах (т. е. чуччу çинче ярнаççĕ).