Алла кĕр - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Алла кĕр [лек, çаклан] попадать [попадаться] / попасть [попасться] в руки кого, чьи.
Анчах çĕрĕ ӳсмен, ӳсме мар, вăл кулаксен, помещиксен аллине кĕрсе пырса, çулсерен чакса пынă. Н. Патман. Кĕске пурнăçĕнче вăл икĕ хуçа аллине лекнĕ. К. Чулкаç. Çул çинче унта та хăрушă пулма тивĕç, тавраран çаврăнса каятăп та никам аллине те çакланмастăп темелли çук. К. Турхан.