Асра тыт - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Асра [ăшра, чĕрере] тыт [усра] 1. иметь в виду кого-что; 2. держать в уме [в голове, в мыслях] кого-что.
1. Пролетариатсăр нимĕнле ĕç те тухмасть сирĕн, çакна асра тытăр. А. Артемьев. 2. Ăçта кăна ан çит, тăван çĕре асра тыт. Ваттисен сăмахĕсем. Кунти кашни çын, кашни салтак Октябрь революцин (вут-çулăмлă кунĕсене, «Аврора» туппин мухтавлă кĕрлевне асра тытать. В. Алентей.