Ăш çурăлса тухать - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Ăш [чĕре] çурăлса тухать душа [сердце] разрывается [рвётся] на части у кого, чья; син.: чун татăлать, чĕре шартах çурăлать.
[Çтаппан]: Халĕ сана çын арăмĕ вырăнче куратăп та, ман ăш çурăлсах тухать. Ф. Павлов. Тарăхнипе, чĕри çурăлассăн туйăнать. А. Артемьев. Альăна тата Украинăри хамăр пурнăçа аса илетĕп те, чĕре çурăлсах каять. М. Трубина.