Ăша пĕр хĕлхем те ан яр - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Ăша [çăвара] пĕр хĕлхем те ан яр ничего не есть, ни маковой росинки во рту не было.
Яра кунах ăшне пĕр хĕлхем ямарĕ Яриле, никампа пĕр сăмах калаçмарĕ. Хв. Уяр. Хырăмĕ выçсан, урисем хăйсемех кил еннелле туртаççĕ. Паян та хĕлхем яман вăл ăшне. Н. Терентьев. Кунĕпе çăварне пĕр хĕлхем хуман, пĕр тумлам шыв сыпман купцан çиесси те, ĕçесси те килнĕ. В. Сатай. Виççĕмĕш кун ĕнтĕ çăвара пĕр хĕлхем апат яман. М. Ухсай.