Йăва çавăр - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Йăва çавăр 1. свивать / свить гнездо (1. устроить уютное жилище, завести семью; 2. утвердиться, укорениться в ком-либо, в чем-либо).
1. Тăват-пилĕк çул иртсен, çамрăклăх хĕрӳлĕхĕ сӳнме тытăнсан, çынна кил-çурт шухăшĕ, йăва çавăрас ĕмĕт пырса кĕрет. А. Алка. 2. Чараксăр çăвара элек йăва çавăрать. Чăваш календарĕ. Унăн хĕвне ӳркев йăва çавăрнă. Л. Артемьев.