Кăмăла çемçет - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Кăмăла [чĕрене, чуна] çемçет приводить / привести в умиление кого, растрогать кого.
Ывăлĕ ӳкĕнни ашшĕн кăмăлне кăшт çемçетрĕ. Н. Мранькка. Юрамасть чуна ун пек çемçетме! К. Турхан. Халиччен пуспа кăна шутлакан хăйĕн хыт кукар чунне çемçетрĕ, тенкĕ çине куçрĕ. М. Ухсай. Аллах вĕрентнĕ пек, тутаршăн ырă Тума çемçетрĕм хамăн чĕреме. Я. Ухсай.