Кăмăла çĕклентер - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Кăмăла [чĕрене, чуна] çĕклентер вдохновлять / вдохновить кого, поднимать / поднять дух чей.
Çу умĕнхи кăмăла çĕклентерекен кун мĕн кăнтăрла иртичченех çĕр тĕрлĕн çиçсе йăлкăшса тăчĕ. Хв. Уяр. Кăлтăр-кăлтăр шыв армань Çĕклентерет кăмăла, Мамăк евĕр çăнăхран Тутлă хăпарту пулать. А. Кăлкан. Май уйăхĕн чуна çĕклентерсе яракан илемлĕ кунĕсем. И. Тукташ. Çурсерен пĕрре çав сасă Хăлхана килсе кĕрсе, Шухăша ярать тӳлеккĕн Чĕрене çĕклентерсе. П. Хусанкай.