Куçа чарсах пăрах - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Куçа (куçсене) [куçа-пуçа] чарсах пăрах 1. вытаращить [вылупить] глаза (сильно удивиться, испугаться и т. п.). 2. пялить [таращить, пучить] глаза (пристально, упорно, напряжённо смотреть на кого-либо, что-либо, засмотреться на кого-либо, что-либо).
1. Вăл куçне чарса пăрахрĕ те епле тăнă çаплах кукленсе ларчĕ, кăшкăрас терĕ — сасси тухмарĕ. С. Аслан. Урасмет, вăл мĕншĕн килнине пĕлсен, куçне-пуçне чарса пăрахрĕ. К. Турхан. Пулă тесен, ман тусăмсем куçĕсене чарса пăрахрĕç. Уйăп М. Ирсерен, çăл патне ансан, хĕрарăмсем ахлата-ахлата ассăн сывлаççĕ, тĕлĕненçи туса, куçĕсене чарса пăрахаççĕ. М. Белов. 2. Вăл, алăкран кĕрсенех, йĕри-тавра пăхкаларĕ те куçĕсене ман çине чарса кăшт йăлкăшса илчĕ. Выçă кашкăр пек антăхнă, шăннă, Куçне чарнă Мускав еннелле. А. Алка.