Манăçа тух - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Манăçа тух [пут, юл] подвергаться / подвёргнуться забвению, приходить / прийти в забвение, быть преданным забвению; син.: манăç пул.
Юман Каври ячĕ çаплах манăçа тухмасть-ха. С. Шавла. Романăн чĕлхи çăмăл, илемлĕ, халĕ манăçа тухнă сăмахсем нумай. Хв. Уяр. Хăй ĕнер вуланă çулăмлă сăвă йĕркисем сасартăк манăçа путрĕç. Ю. Званацкий. Ăна вăтăр çул ĕлĕкрех пулнă, халĕ манăçа путнă ĕçсем аса килчĕç. С. Аслан. Пĕччен ача шутласа кăларнă сăвă-юрă, юлташĕсем илтсе ăша илмесен, манăçа юлать. В. Канюков.