Мăшкăл ту - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Мăшкăл ту позорить / опозорить кого-что, срамить / осрамить кого-что, осмеивать / осмеять кого-что.
Ман аслă, пуян Ирĕк çĕршыва Ĕмĕрне çич ют Мăшкăл тăвайман. Çеçпĕл çеçкисем. Чăнах, фашистсем пире мăшкăл туни, пирĕн ял-хуласене кĕл туни, ача-пăчасене тискеррĕн вĕлерни, паллах, кашни çын чĕринчех ĕмĕр çухалми йĕр хăварать, курайманлăх вутне чĕртет. В. Алентей. — Итле-ха: эпир, пĕтĕм çамрăксем пуçтарăнса, Айтар туйне мăшкăл тăвас тетпĕр, эсĕ мĕн шухăшлатăн? П. Осипов.