Сасса хăпарт - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Сасса хăпарт 1. повышать / повысить голос на кого; 2. поднимать / поднять голос.
1. — Эс, шăллăм, сассуна ан хăпарт. А. Артемьев. Микула пуп пăлханнине туйсан, сассине татах хăпартрĕ. Н. Мранькка. 2. Прамун машина çăвĕпе витĕр хуралнă пысăк аллине сулса, хулăн сассине хăпартса, кашни сăмаха уçăмлăн калать. А. Артемьев. Телей парас ĕçĕн чăн чурине, — Юрлатăр вăл сасне хăпартса. Митта В.