Сăмах тыт - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Сăмах тыт 1. держать / сдержать (своё) слово; 2. не пробалтываться / проболтаться.
1. Çыхман çĕн чĕрçитти — шап-шурă, Тасалăх, çамрăклăх палли — Парне парса тусне чыс турĕ Сăмах тытнишĕн Натали. П. Хусанкай. [Мышкин:] Сăмахна тытаймасан, тамăкра вĕри çатма çуллаттарĕç. А. Кăлкан. 2. — Эпир сан карчăкна депутат тăвас тетпĕр, — персе ячĕ сăмах тытма пĕлмен Караçка. И. Максимов-Кошкинский.