Сиен ту - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чернов М.Ф. Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ: глаголпа ят сăмах фразеологизмĕсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1982. — 176 с.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Сиен ту

Сиен ту [кăтарт, кӳр] 1. причинять / причинить вред кому-чему, вредить / повредить кому-чему. 2. наносить / нанести ущерб кому-чему.
1. Хур тăвас марччĕ, сиен тăвас марччĕ поэта. С. Шавли. — Пӳлĕхçĕм çырлахтар, кум, енчен тата сиен кăтартма шутлаççĕ пулсан, тĕпрен салататăп! — халь те лăпланайман пирки хумханса хуравларĕ Çтаппан. Н. Мранькка. Элек пулсан — нумая пымĕ, тĕрĕслĕх çĕнтерĕ, анчах мăшкăл этем чунне ĕмĕрлĕхех сиен кӳрет. П. Осипов. 2. — Эсĕ çын çине ан йăвантар, хушнине ту, ыттисене те кала: вăрманта усăллă чĕрчунсене сиен ан туччăр, — хистерĕ пичче. Г. Ефимов. Анчах авăр сиен те кӳрет: ял енчи çырана ишет. В. Сатай. — Пăрусене уçăм çине кăларас. Çĕр шăннă, таптаса сиен кӳрес çук. В. Ухли.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150