Суд ту - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Суд ту 1. судить (рассматривать чей-либо проступок, преступлвние в судебном порядке); 2. осуждать / осудить; 3. судить (составлять мнение, суждение о ком-либо, о чем-либо); 4. судить (следить за соблюдением правил игры и разрешать возникающие споры).
1. Вăл Нюрнверг процесĕнче ирсĕр фашизма суд тунă çĕре те хутшăннă. Чăваш календарĕ. Суд тăвать-мĕн Çуйăн Çăрттана. А. Галкин. 2. — Эпир тĕрĕссине калатпăр, Шилав юлташ! Судне тăвасси — сирĕн ĕç, — куçран пăхса каларĕ Варвари. С. Аслан. Хаяррăн суд тума ыйтаççĕ темиçе районтан килнĕ колхозниксем, хуларан килнĕ рабочисем. В. Паймен. 3. Рябов, иккĕмĕш бригадăна юлашки вăхăтра кая юлнăшăн намăслантарма тытăнсан, чĕнмесĕр тӳсеймерĕ: — Суд тума ан васкăр. Иккĕмĕш бригада Хĕрлĕ ялава вĕçертсе ямĕ. В. Паймен. 4. Мечĕкĕ пирĕн хапха патне куçнă... Çав вăхăтра судья, пирĕннисене штрафласа, вунпĕр метртан тапмалла суд тăвать. Стадионти халăх улать, шăхăрать, çухăрать, кĕрлет. В. Паймен.