Çилĕ тулать - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Çилĕ тулать гневается кто, пылает гневом кто.
Çилĕ тулса çитнĕ халăх вăл, пĕр тапранса кайсан, темĕн те тума пултарать, Макар. С. Аслан. Аннан кăкрине тăвăллă çилĕ тулса килчĕ. А. Ĕçхĕл. Çилĕ тулнă кăкăра Яриех уçасчĕ те Вутлă çиçĕм чулĕпе Чĕрене хăйрасчĕ тек! И. Тукташ. Шур юр çине ӳксе юлать Хăваласа пуçтарнă халăх. Çилли кĕрет, çилли тулать, Хăвачĕ пур-ха тавăрмалăх. С. Шавли.