Çилле шăнар - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Çилле шăнар укрощать [подавлять, сдерживать] / укротить [подавить, сдержать] гнев.
Амаçури çаплах ятлаçма чарăнман. Вăл çиллине шăнарса ярайманнипе хăйне хăй çĕтĕлсе тăнă. С. Аслан. Николаев, çиллине аран-аран шăнарса, вăрттăн çыртакан йытă пек пăркаланса илчĕ. В. Краснов-Асли. — Халăх, — тет вăл хăйĕн çиллине шăнараймасăр, — сире кунта пуянсем улталаççĕ. И. Патман. Кируш чĕнмерĕ. Инкеке лекнĕ юлташĕ, çиллине шăнарайманнипе, тем те каласа яма пултарнине туять вăл. А. Талвир.