Çунакан вутта çу сап - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Çунакан вутта [вучаха] çу [краççьш] сап подливать / подлить масла в огонь.
Уксах Кĕркурин никам кĕтмен сăмахĕ çунакан вутта çу сапнăнах пулса тăчĕ, пурне те хĕрӳ тавлаштарса ячĕ. С. Аслан. Ку хыпар Кĕçтукшăн çунакан вут çине краççын сапнă пекех пулчĕ. А. Артемьев. Çунакан вучаха краççын сапнă пек, каччă чĕри тата хытăрах çунма тытăнчĕ. А. Ĕçхĕл.