Тар юхтар - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Тар юхтар [кăлар, тăк] в поте лица (работать, трудиться и т. п.).
Çырма тĕпĕнче тарне юхтарсах Пĕве пĕвелет те курăс тăвать. С. Элкер. Хĕру ĕççи — йывăр та хаваслă вăхăт. Колхозкнисем çулталăк хушши тар юхтарса ӳстернĕ çимĕç-пурлăха тĕрес-тĕкел пухса кĕртмелле. А. Ĕçхĕл. Анчах та уншăн — Мирлĕ куншăн Эпир нумай тар тăкмалла. Экзамен ку — мĕнпур мĕльюншăн. Ăна кашни çын тытмалла. Г. Орлов. Тăван уйра эп ачаран Тар тăкнă çăкăрлă ыраншăн. А. Воровьев. Тар тăкса çĕр ĕçлекен Çĕрес çук çĕр айĕнче. А. Афанасьев.