Тĕс каять - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Тĕс каять линяет, облиняет, выцветает.
Тепри, тĕс кайнă кивĕ картузли, кĕптĕрккерех арçын. В. Ухли. Вăл çăпатапа, пуçне, ăшă пулсан та, çавра кивĕ çĕлĕк тăхăннă, тĕс кайса хĕрелнĕ çăмăл тăла пиншакне йӳле янă. С. Аслан. Çумăрпа тĕс кайнă юпасем çине лĕпĕшсем ларса канаççĕ. В. Алентей. Ĕмĕрех симĕс-кăвак, ĕмĕрех улшăнуллă тинĕсĕн çак вăхăтра тĕсĕ кайнă, вăл, шăрăхпа кĕрешме мĕнле те пулин вăй кĕтнĕ пек, халтан кайса выртать. Ю. Званацкий.