Тинке тухать - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Тинке тухать [хăрать, юлмасть] замаялся кто, измучился кто.
Тăван ялта аттене шыраса тинке тухрĕ. В. Паймен. Кирпĕчне те цементне, уйрăмах тимĕрпе бетонран тунă плитасем шыраса тинке тухать. А. Емельянов. Пичче хваттерне шыра-шыра йăлт тинке хăрчĕ. — Кунта ларса, ачам, тинке юлмарĕ, Хăлха йăлтах янрарĕ шавсенче. Я. Ухсай. Пĕр тăтăш хăйчикки çутса тинке тухатчĕ, куç-пуçăм анăратчĕ Йӳçĕ тĕтĕмре. Я. Ухсай.